Патшалӑхӑн массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче ӗҫлекенсем тава тивӗҫлӗ ятсене час-часах тивӗҫеҫҫӗ тесен те йӑнӑшмастпӑр пулӗ.
«Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» хисеплӗ ята халӗ Вӑрнар районӗнчи «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ» хаҫат редакторне Светлана Чикмяковӑна панӑ.
Ҫак хӗрарӑм 1999 ҫулта И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчен вӗренсе тухнӑ. 2002-2005-мӗш ҫулсенче вӑл асӑннӑ хаҫатра пай пуҫлӑхӗнче, тӗп редакторӑн заместителӗнче-яваплӑ секретарьте ӗҫленӗ. Юлашки ҫулсенче редактор пулса тӑрӑшать.
Вӑл А. Емельянов ячӗллӗ преми лауреачӗ те пулса тӑнӑ. Ӑна республикӑн Патшалӑх Канашӗн тата РФ Ҫыхӑну тата массӑллӑ коммуникацисен министерствин Хисеп грамотисемпе те чысланӑ.
Ҫуллахи ӑшӑ кунсенче ҫынсем ҫутҫанталӑкра канма юратаҫҫӗ. Вӑрнар районӗнчи Кӳлхӗрри патӗнчи кӳлӗ те ҫынсене илӗртет. Унта вырӑнтисем ҫуран утса пыраҫҫӗ, аякрисем — машинӑпа. Халӑх шыва кӗрсе савӑнать, хӗвел ҫинче хӗртӗнет.
Анчах вырӑнтисем каланӑ тӑрӑх, кӳлӗ хӗрринче тӗрлӗ ҫӳп-ҫап юлать. Хӑйсем хыҫҫӑн пуҫтарса-тирпейлесе хӑварма пурте юратмаҫҫӗ. Ҫавӑнта та вырӑнтисем тирпейлеме ыйтаҫҫӗ.
Улатӑр, Элӗк, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Пӑрачкав, Ҫӗмӗрле, Тӑвай районӗсенче наркӑмӑшлӑ пултӑранпа кӗрешессин пӗрремӗш тапхӑрне вӗҫленӗ. Ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов каланӑ тӑрӑх, кӑҫал ҫак ӳсен-тӑранпа кӗрешме 20,9 миллион тенкӗ уйӑрнӑ.
Кӑҫал наркӑмӑшлӑ пултӑран ӳсекен вырӑн пӗлтӗрхинчен 1,1 хут пысӑкланнӑ. Вӑл ытларах Тӑвай, Йӗпреҫ, Куславкка районӗсенче ӳснине палӑртнӑ.
Наркӑмӑшлӑ пултӑрана юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗччен пӗтерме тӗллев лартнӑ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Вӑрнар районӗнчи Хорнсор ялӗнче пурӑнакан 58 ҫулти арҫын ирхине пулла кайнӑ. Анчах каялла таврӑнма пӳрмен ӑна - вӑл путса вилнӗ.
Арҫын вилли шыв ҫине тухнине ывӑлӗ асӑрханӑ. Инкеклӗ лару-тӑру министерстви малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл пулла кайсан шыв хӗрринче хӑрушсӑрлӑх йӗркине пӑхӑнман.
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви ҫынсене шыв хӗрринче асӑрхануллӑ пулма ыйтать.
Вӑрнар районӗнче 42 ҫулти арҫынна полицейскисем те, "Лиза Алерт" хастарӗсем те шыранӑ. Ӑна тупнӑ. Шел те, виллине.
Ҫак арҫын килтен ҫӗртме уйӑхӗн 16-мӗшӗнче тухса кайнӑ. Унӑн виллине кӗтӳҫсем Ҫӗрпел ялӗ ҫывӑхӗнчи аэродромра тупнӑ. Вӑл ҫак ялтах пурӑннӑ.
Следстви комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын мӗншӗн вилнине судпа медицина экспертизи палӑртӗ.
Вӑрнар районӗнчи Ҫавалкас ялӗнче чӑвашсен паллӑ прозаикӗ, сӑвӑҫӗ, куҫаруҫи Юрий Григорьев (Айдаш) ҫуралнӑранпа 85 ҫул ҫитнӗ ятпа пуҫтарӑннӑ. Юрий Григорьевич шӑпах ҫав ялта ҫуралнӑ.
Чӑваш кӗнеке издательствин ӗҫченӗ Галина Матвеева пӗлтернӗ тӑрӑх, Юрий Айдашпа
«пӗр парта хушшинче ларнӑ Юлия Николаева, унӑн тӑван шӑллӗ Валерий Семенов, истори учителӗ Петр Золов, Чӑваш Республикин Наци библиотекинче ӗҫлекен Ольга Тимофеева, Профессиллӗ писательсен союзӗн председателӗ Улькка Эльмен, литература тӗпчевҫи, филологи наукисен докторӗ Виталий Родионов, Арсений Тарасов, Марина Карягина, Светлана Асамат, Галина Матвеева, Нина Пӑрчӑкан ҫыравҫӑсем тата ыттисем тухса» калаҫнӑ.
Юрий Айдаш Хусанти патшалӑх университетӗнче пӗлӳ илнӗ. Тутарстанри Пӑва районӗнче учительте, унтан Чӑваш Енӗ телевиденипе радиовещани комитетӗнче, Чӑваш кӗнеке издательствинче, «Тӑван Атӑл» журнал редакцийӗнче ӗҫленӗ.
Юрий Айдаш литературӑна «Йӗплӗ роза» (1969), «Кӑнтӑр ҫутипе» (1974) повеҫсемпе кӗнӗ, каярахпа поэзире ытларах тимлеме тытӑннӑ. Ю. Айдаш А. Пушкинӑн, Ю. Лермонтовӑн, С. Есенинӑн, А. Твардовскин, тӗрлӗ халӑх поэчӗсен сӑввисене чӑвашла куҫарнӑ, литературӑра пуян еткерлӗх хӑварнӑ.
Вӑрнар районӗнчи Кӳстӳмер ялӗнче пурӑнакан 54 ҫулти арҫыннӑн пулӑ тытнӑшӑн явап тытма тивӗ.
ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл вырӑнти юханшывра тетел лартса пулӑ тытнӑ. Унта 175 пулӑ ҫакланнӑ. Ҫапла вӑл патшалӑха 144,4 пин тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ.
Арҫынна хальлӗхе йӗрке хуралне пырса ятне паллӑ туса каймалла тунӑ.
Вӑрнар районӗн прокурорӗн пуканне ҫӗнӗ ҫынна шанса панӑ. Ку должноҫе юстици канашҫи Сергей Парамонов йышӑннӑ.
Сергей Александрович 1981 ҫулта Шупашкарта ҫуралнӑ. 2003 ҫулта Шупашкарти коопераци институтне пӗтерсен прокуратура органӗсенче, Улатӑрта, следовательте ӗҫленӗ. Унтан аслӑ следователь, аслӑ пулӑшуҫӑ, Улатӑрти районсен хушшинчи прокурорӑн ҫумӗ пулнӑ. 2018 ҫултан пуҫласа ку таранччен Пӑрачкав районӗн прокурорӗ пулнӑ.
Ӗнер, ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, ирхи 8 сехетре Вӑрнар районӗнчи Вӑрманкас ялӗнче пушар пулнӑ. Шел те, вӑл ҫыннӑн пурнӑҫне татнӑ.
Пушар Учитель урамӗнчи пӗр ҫуртра тухнӑ. Инкеклӗ лару-тӑру министерстви малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулӑм пирус асӑрханмасӑр туртнӑран вӑй илнӗ.
Пушара сӳнтерсен 59 ҫулти арҫын виллине тупнӑ. Вӑл кил хуҫи пулнӑ. Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.
Ленинградри, Мускаври, Минскри, Сыктывкарти, Новгородри, Шупашкарти театрсенче спектакльсене илемлетнӗ Станислав Кошкин ҫинчен кӗнеке-альбом пичетленсе тухнӑ.
Пултарулӑх ӑсти 1948 ҫулхи сентябрӗн 25-мӗшӗнче Вӑрнар районӗнчи Вӑрман Кипек ялӗнче ҫуралнӑ. Шкул хыҫҫӑн Шупашкарти ӳнер училищинче вӗреннӗ, унтан Чӑваш патшалӑх музыка театрӗнче 1 ҫул ӗҫленӗ. Малалла вӗренес туртӑмӗ вӑйлӑран Ленинградри театр, музыка тата кинематографи институтӗнчи театр художникӗсен уйрӑмне вӗренме кӗнӗ. 1975 ҫулта дипломлӑ ҫамрӑк художника Ленинградри Ленсовет ячӗллӗ театра ӗҫе илнӗ.
Чӑваш кӗнеке издательстинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫппах та ытларах вӑл Ленинградпа Шупашкарти театрсенче ӗҫленӗ. Тӑван республикӑра вӑл вун ҫичӗ спектакль лартма хутшӑннӑ. К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче, сӑмахран, «Телейпе Илем» (И. Петрова), «Тутимӗр» (Я. Ухсай), «Сан ятупа» (П. Афанасьев), «Айтар» (П. Осипов), «Вӑрланӑ хӗр» (Е. Никитин), «Тӗттӗм каҫ» («Ночная повесть». К. Хоинский), «Хӗвелсӗр» («На дне». М. Горький), «Ҫын куҫҫулӗ ҫӗре ӳкмест» («Власть тьмы». Л. Толстой) тата ытти спектакльсене кӑларма хутшӑннӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.06.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 736 - 738 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Сокольников Петр Фадеевич, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Александров Павел Александрович, инженер, техника ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Яковлев Владимир Иванович, чӑваш журналисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Макаров Николай Иванович, чӑваш тухтӑрӗ, медицина ӑҫлӑлӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чӑваш таврапӗлӳҫисен пӗрлӗхне йӗркеленӗ. | ||
| Шупашкарта Петӗр Хусанкай палӑкне уҫнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |